Урок теми: Тăван çĕршыв
Урок тĕллевĕсем:
1). Ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси.
2). Тăван çĕршыва хисеплеме, упрама, хаклама вĕрентесси.
3). Ачасен тĕнче курăмне сарасси, пурнăçа ăнланма пулăшасси.
Урок тĕсĕ: йăлана кĕмен урок.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Сăнав- тĕпчев меслечĕ, учитель ăнлантарăвĕ, схемăсем, компьютер, проектор, çул çÿрев схеми.
Урок юхăмĕ:
Ι. Фаза «Чĕнÿ.
- Тăван çĕршыв
- Суйлав
- Кану
ΙΙ. Фаза «Пăхса тухни».
- Выляв
- Пысăк ыйту
ΙΙΙ. Фаза «Шухăшлав»
- Пĕтĕмлетÿ
Учитель сăмахĕ: Ачасем калăр- ха вырăсла «чи хаклă» сăмах мĕнле куçать?
Ачасем: «самое дорогое» тесе куçать.
Ачасем калăр- ха тархасшăн пурнăçра сирĕншĕн чи хакли мĕн- ши вăл?
Çак хаклă сăмахсенчен паян эпир сирĕнпе пĕринпе паллашатпăр. Чи хакли вăл - Тăван çĕршыв.
Ку урокра эпир сирĕнпе тĕплĕн хатĕрленсе çул çÿреве тухăпăр. Сирĕн умра çул çÿрев схеми.
Ι. Фаза «Чĕнÿ»
Ι. Чарăну. Тăван çĕршыв.
Учитель сăмахĕ: Мĕн- ши вăл тăван çĕршыв?
Вăл юратнă юхан шыв,
Симĕс улăх, чечексем,
Йывăçсемпе кайăксем!
Маншăн пуринчен хакли,
Илемли те çывăххи –
Тăван ен- тăван анне,
Симĕс чăрăш, вĕрене.
Учитель сăмахĕ: Калăр- ха ачасем ку сăвва илтсен сирĕн пуçра мĕнле шухăшсем çуралчĕç?
Ачасем: Манăн куç умне тăван çĕршыв, тăван кил, аттепе- анне тухса тăчĕç. Учитель сăмахĕ: Эсир хăвăра ăçта лайăх тата хăтлă туятăр?
Ачасем: килте, юратнă аттепе- анне юнашар чухне, юратнă çынсемпе, юлташсемпе.
Учитель сăмахĕ: Тĕрĕс ачасем тăван кĕтес хăйĕн патнех туртать. Тăван çĕршыврах канлĕ, тăвансемпех чуна лăпкă.
ΙΙ. Чарăну. Суйлав.
Ку чарăнура пирĕн çакăн пек ĕçсене пурнăçламалла.
Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв? текстпа ĕçлесси.
1). Калава вуласа тухмалла, ун хыççăн «Саншăн Тăван çĕршыв вăл мĕн?» ыйтăва хуравласа тетрадьсем çине çырмалла.
2). Халĕ вара пĕтĕм сăмахсене пуçтарса» Мĕн- ши вăл Тăван çĕршыв?» сăмаха мĕнле ăнланнине тĕрĕслĕпĕр.
Кашни çыннăн хăйĕн Тăван çĕршывĕ, урăхла каласан тăван килĕ, тăван кĕтесĕ пулмалла, çемьере яланах килĕшÿ ырă кăмăллăх хуçаланмалла.
ΙΙΙ. Чарăну.
Кану.
Тăван çĕршыв çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илĕпĕр.
- Тăван çĕршыв- анне, ют çĕршыв ама çури.
- Тăван çĕршывра хĕвел те ăшăрах.
- Тăван çĕршыв сывă пулсан, тăван йăву та пулĕ сан.
- Тăван кĕтесрен хакли нимĕн те çук.
ΙΙ. Фаза. «Пăхса тухни».
ΙV. Чарăну.
Выляв.
Женьăпа Диана хăйсен Тăван çĕрщывĕ çинчен ачасене каласа параççĕ.
Ун хыççăн ачасем панă саспаллисенчен сăмах çаврăнăшĕсем, предложенисем тăваççĕ. Схемăсем тăваççĕ.
Т, в. а, ă, н, ç, р, ĕ, ш, ы, в - ю, а, т, р, ă, н, ç, м. е, ь, е.
Х, к, а, ă, л, к. т, е, ĕ, с, Т, в. а, ă, н, ç, р, ĕ, ш, ы, в.
Э, ĕ, п, п, с. ы, ă, к, ç, м, ь, е, е, р, е, п, р, у, ă, а, т, н, ă, п.
V. Чарăну. Пысăк ыйту
1. Рифмăсем тупмалла.
Шупашкар- тăван хула, Пурăнатăп Раççейре,
Эс юрат ăна, … (савса) Юратнă чăваш … (çĕрĕнче)
- Çак сăмахсене пуçтарса предложени тумалла , ун хыççăн ăна вырăсла куçармалла. Схема тумалла.
çĕршыва
|
юратмалла
|
хисеплемелле
|
тăван
|
ΙΙΙ. Фаза «Шухăшлав»
ΙΥ. Чарăну.
Пĕтĕмлетÿ
Синквэйн туни:
- Тĕп сăмах
- Икĕ определени
- Виçĕ глагол
- 4 сăмахран тăракан сăнарлă сăмах
- 1 сăнарлă сăмах – метафора тĕп сăмах патне
Тăван çĕршыв
Ĕмĕрхи, сăваплă
Чĕнет, савăнтарать, савăнăç кÿрет
Хăйĕн сĕткенне пурне те ĕçтерет
Чун-чĕре.
Паянхи урокра эпир Тăван çĕршыв çинчен нумай калаçрăмăр, урока пĕтĕмлетсе çак сăвăпа вĕçлетĕп.
Мĕнле хитре Тăван çĕршыв…
Мĕнле хитре Тăван çĕршыв,
Уй- хир, пахча, вăрман,
Юхать илемлĕн юхан шыв,
Унта ишме аван.
Çапла, çак илеме, туссем,
Упрамалла ялан.
«Ан пулччăр вăрçă кунĕсем!»-
Калатăп пур вăйран.
|