Официальный сайт pharma-24 24/7/365

НФПК
Проект реализуется
Национальным фондом подготовки кадров
Вы не зарегистрированы

Авторизация



ТРУБИНА МАРХВИН «ШĔШКĔ» КАЛАВĔ

Размещено: Галина Владимировна Демидова - чт, 27/05/2010 - 09:13
Данные об авторе
Автор(ы): 
Демидова Галина Владимировна
Место работы, должность: 
МОУ Васькино-Туйралинская ООШ
Регион: 
Республика Татарстан
Характеристики урока (занятия)
Уровень образования: 
основное общее образование
Целевая аудитория: 
Учитель (преподаватель)
Класс(ы): 
5 класс
Предмет(ы): 
Родной язык
Цель урока: 
1. М.Д. Трубина пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарасси. 2. Калава рольсемпе тĕрĕс интонаципе вулама вĕрентесси. 3. Çут çанталăк ырлăхне упрама вĕрентесси.
Тип урока: 
Урок закрепления знаний
Учащихся в классе (аудитории): 
4
Используемые учебники и учебные пособия: 

Иванова Н.Г. "Родная литература", 5 класс

Используемая методическая литература: 

Методика преподавания чувашской литературы, В.П.Никитин "Станьял"

Используемое оборудование: 

компьютер,учебник, иллюстрации к теме

Используемые ЦОР: 

презентация

Краткое описание: 
УРОК ЮХĂМĔ I. Класа йĕркелесси: сывлăх сунни; урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси. II. Килти ĕçе тĕрĕслесси. Иртнĕ урокра паллашнă К.В. Ивановăн «Икĕ хĕр» юмахĕнче мĕнле хĕрсене сăнланă? III. Çĕнĕ темăпа паллаштарасси. Паян эпир сирĕнпе, ачасем, Трубина Мархвин «Шĕшкĕ» калавĕ çинчен калаçăпăр. Эсир килте çак хайлава вуласа килнĕ. IV. Илемлĕх мелĕсене кăтартатпăр. «Шĕшкĕ» произведенире çак мелсемпе усă курнине тупатпăр. V. Ачасем килте вуланă калава мĕнле ăнланнине тĕрĕслетпĕр. 1. «Шĕшкĕ» калавра чăн малтан çанталăкăн хăш вăхăтне кăтартнă? Мĕн çинчен каланă-ха унта? Мĕнлерех ачасене кăтартнă унта? 2. Шĕшкĕпе юнашар мĕнле йывăç ларать? 3. Ăвăспа шĕшке танлаштарсан, вăл мĕнлерех ларать-ха? (Кунта сăнавсемпе паллăсене аса илетпĕр. Шăм-шак ыратсан мĕн теççĕ-ха?) 4. Йĕпе-сапа хыççăн çанталăкăн хăш вăхăчĕ? Хĕл хыçĕнчен мĕнле çанталăк пуçланать? VI. Сăнлав. Çак калавра эпир хăш илемлĕх мелĕсемпе ытларах тĕл пулатпăр? Сăнлав мелĕпе усă курса малтан йывăçсене сăнатпăр, кайран çанталăкăн паллисене. VII. Карточкăсемпе ĕçлетпĕр. Кĕнекери калав тăрăх учитель карточкăсем хатĕрлет. VIII. Ыйтусемпе ĕçсем. (Тĕрлĕ майсемпе (сăнлани, сăпатлантару, танлаштару) усă курмалла). IX. Пĕтĕмлетни. X. Килти ĕç.

УРОК ЮХĂМĔ

I. Класа йĕркелесси: сывлăх сунни; урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

II. Килти ĕçе тĕрĕслесси. Иртнĕ урокра паллашнă К.В. Ивановăн «Икĕ хĕр» юмахĕнче мĕнле хĕрсене сăнланă?

а) Йăпăлтатакан хĕрне ашшĕ мĕн парать?

ă) Тĕрĕс калакан хĕрне мĕн те пулин парнелет-и, ырлать-и?

б) Ашшĕ тĕрĕс тунă-и?

в) Ун çинчен эсир мĕн шухăшлатăр?

г) Юмахра мĕнле пурнăç çинчен каланă? Паянхи кун çакăн пек тĕслĕхсем пур-и?

д) «Икĕ хĕр» юмах содержанийĕ вырăс халăхĕн мĕнле юмах содержанийĕпе пĕр пек?

Юмахăн тĕп шухăшĕ – чăн сăмахăн суйи çук, яланах тĕрĕс калама вĕренмелле, йăх-яха, киревсĕрлĕхе питлемелле.

Пĕтĕмлетӳ: Чăн сăмах пурне те килĕшмест, чăн сăмаха путарасшăн çынсем те тĕл пулаççĕ, анчах вĕсенчен хăрамалла мар, яланах çирĕп те тӳрĕ кăмăллă пулмалла, тĕрĕслĕхшĕн çине тăрса кĕрешмелле.

Ваттисен сăмахĕсемпе çирĕплетсе хăваратпăр: «Ырлăхпа усала юраймăн, кăмăлупа пуяна юраймăн», «Çынсăр çын пуяймасть», «Пуп куçĕ ĕмĕтсĕр».

III. Çĕнĕ темăпа паллаштарасси. Паян эпир сирĕнпе, ачасем, Трубина Мархвин «Шĕшкĕ» калавĕ çинчен калаçăпăр. Эсир килте çак хайлава вуласа килнĕ.

Трубина Мархви – чăвашсен совет саманинче илемлĕ произведенисем çырма пуçланă малтанхи хĕрарăм-писатель. Вăл учительница пулнă, ача-пăча литературине пуçарса яраканнисенчен пĕри.

Унăн пархатарлă ĕçне-хĕлне хакласа Уйăп Мишши поэт акă мĕн çырнă:

Тăван çĕршывшăн,

халăхшăн чунран

Ĕçле-ĕçле, ырма-канма

пĕлмесĕр,

Çынна телей кӳресшĕн

çуннăран

Çак хисепе-çке тивĕç

пултăр Эсир.

«Шĕшкĕ» юмах чи малтан 1925 çулта «Ачасем валли çырнă юмахсем» кĕнекере пичетленнĕ.

Трубина Мархвин «Шĕшкĕ» хайлавĕ – пурнăçра пулни-иртнипе паллаштаракан, ăса вĕрентекен произведени. Автор калава юмах евĕрлĕ юптарса çырнă.

Калавăн тĕп шухăшĕ – çамрăксене çут çанталăкăн пурлăхĕпе илемне упрама, унăн чăн-чăн тусĕсем пулма вĕрентесси.

IV. Илемлĕх мелĕсене кăтартатпăр. «Шĕшкĕ» произведенире çак мелсемпе усă курнине тупатпăр.

Повествовани – Каласа пани – пĕр-пĕр ĕç çинчен е умлă-хыçлă пулса иртекен ĕçсем çинчен йĕркипе каласа пани.

Описани – Сăнлани тесе çут çанталăкăн пĕр-пĕр вăхăтне кĕркуннехи, çуркуннехи, çуллахи, хĕллехи е пĕр-пĕр япалана илемлĕх мелĕсемпе усă курса çырса кăтартнине калаççĕ. Ун чухне пирĕн куç умне çут çанталăкри, пурнăçри самантсемпе пейзажсем тухса тăраççĕ.

Олицетворени – Сăпатлантару тесе чĕрĕ мар япаласене чĕрĕ пек, савăнма, хурланма тата ытти туйăмсене туйма пултарнине палăртса кăтартаççĕ. Çут çанталăкри пулăмсене сăнарлăрах куç умне тухса, асра юлмалла ӳкерсе кăтартаççĕ.

Сравнени – Танлаштару. Çут çанталăкри пулăмсене асра юлмалла çырса кăтартас тесе писательсем танлаштарусемпе усă кураççĕ. Пĕр-пĕр япалан е пулăмăн паллине тепĕр япалан е пулăмăн паллипе танлаштарса кăтартнине танлаштару теççĕ.

Мелсене палăртнă хыççăн ачасем вĕсене хайлаври тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

V. Ачасем килте вуланă калава мĕнле ăнланнине тĕрĕслетпĕр.

1. «Шĕшкĕ» калавра чăн малтан çанталăкăн хăш вăхăтне кăтартнă? Мĕн çинчен каланă-ха унта? Мĕнлерех ачасене кăтартнă унта?

2. Шĕшкĕпе юнашар мĕнле йывăç ларать?

Кĕнекере ăвăс мĕнлерех ларнине тата шĕшке мĕн каланине тупатпăр та сăнарсене пайласа интонаципе вулатпăр.

3. Ăвăспа шĕшке танлаштарсан, вăл мĕнлерех ларать-ха?

(Кунта сăнавсемпе паллăсене аса илетпĕр. Шăм-шак ыратсан мĕн теççĕ-ха?)

4. Йĕпе-сапа хыççăн çанталăкăн хăш вăхăчĕ? Хĕл хыçĕнчен мĕнле çанталăк пуçланать?

Çуркунне çанталăк вăранать тетпĕр. Мĕнле туйăм çуралать-ха çуркунне шĕшкĕре?

Çуркунне хыççăн çу иртет. Тепĕр çултан кĕркунне çак вырăнах килсен ачасем мĕн курнине аса илетпĕр.

Ачасем шĕшкĕ патĕнчен иртсе кайсан вăл мĕнле шухăша каять? Çавăнтах вăл пĕлтĕрхи асапа аса илсен кам патне чĕнсе калать?

Хĕвел шĕшкĕпе килĕшет-и?

VI. Сăнлав. Çак калавра эпир хăш илемлĕх мелĕсемпе ытларах тĕл пулатпăр? Сăнлав мелĕпе усă курса малтан йывăçсене сăнатпăр, кайран çанталăкăн паллисене.

VII. Карточкăсемпе ĕçлетпĕр. Кĕнекери калав тăрăх учитель карточкăсем хатĕрлет.

Малтан юпапа япала ячĕсене çырса тухатпăр. Çав япала ячĕсем тĕлне ачасем калаври паллă ячĕпе глаголсене аса илсе çыраççĕ.

Тĕслĕх: Шĕшкĕ (мĕнле?) илемлĕ, тикĕс тăрăллă, (кунта тата танлаштару та пур) хăмла пек мăйăрлă, (мĕн турĕ?) курăнса ларчĕ.

VIII. Ыйтусемпе ĕçсем. (Тĕрлĕ майсемпе (сăнлани, сăпатлантару, танлаштару) усă курмалла).

1. Мăйăр татакан ачасем вăрмана мĕнле сиен кӳнĕ? Хăйсен йăнăшне мĕншĕн тепĕр кĕркунне çеç аса илнĕ?

2. Юмаха малалла тăсăр. Виççĕмĕш кĕркунне вăрманта мăйăр пулать-ши е пулмасть?

IX. Пĕтĕмлетни.

1. Ачасем, сирĕн шухăшпа шĕшке этемпе танлаштарма пулать-и?

2. Калăр-ха, ачасем, пирĕн çут çанталăка упрамалла-и?

3. Ăна упрас тесен мĕн тумалла-ши пирĕн?

4. Çак калава вуланă чух сирĕн мĕнле туйăмсем çуралчĕç?

Ачасем, ан манăр, йывăçсен турачĕсене хуçсан, ватсан вĕсен те пирĕнни пекех ыратать! Чăн-чăн пурнăçра вĕсем юмахри пек калаймаççĕ. Кунта, автор пире çут çанталăка ăнланма ыйтать, йывăçсене упрама хушать.

Эсир мĕн тунă пулăттăрччĕ-ши çут çанталăка упрас тесе? Мĕншĕн пирĕн вăрманта шĕшкĕлĕхре мăйăр çук-ши?

X. Килти ĕç. Сирĕн пурнăçăрта çакăн пек сăнавсем тĕл пулнă-и? Çавна аса илсе юмах çырса килĕр.

Сăмахсене вырăсларан чăвашла куçаратпăр: природа, береги, яблоня, солнце, осина, орешник, дети, боль.

 


»  Тэги к этому документу:

Поиск

Loading

Оценка материала

...

Смотреть видео hd онлайн


Смотреть русское с разговорами видео

Online video HD

Видео скачать на телефон

Русские фильмы бесплатно

Full HD video online

Смотреть видео онлайн

Смотреть HD видео бесплатно

School смотреть онлайн