Submitted by Людмила Жукова on Wed, 21/09/2011 - 12:55
Хушма ятсене пула эпир ял историне, унăн аталанăвне, ял çыннисен тавракурăмне пěлме пултаратпăр.
Хушма ятсем пирки çырса хăварни те кирлě ěçех тесе шухăшлатăп эпě. Çавна пĕлес тесе хамăр шкулти ачасене анкета тăрăх та ĕçлеттерсе пăхрăм. «Хушма ят парассине пĕтерме май пур-ши? Кирлех-ши пĕтерме? Çынна хушма ят пани лайăх-и вăл е япăх-и? Хушма ята яланах çынран кулас тĕллевпе параççĕ-ши?»- тесе ыйтнăччĕ. 105 çынран 67-шĕ хушма ятсем кÿренмеллиех мар пулсан темех мар, кирлĕ тесе хурав пачĕç. 77-шĕ хушма ятпа чĕнни интереслĕ тата меллĕ, хамăрти çитменлĕхсене пĕтерме пулăшаççĕ терĕç. Çав вăхăтрах киревсĕртерех хушма ятсене каламалла маррине асăрхаттарсах тăмаллине те палăртрĕç ачасем.
Çапла, чăннипех те кирлě. Мěншěн-ха? Ку ыйту çине эпě çапларах хуравланă пулăттăмччě.
Пурнăç шав малаллах пырать. Пěрисем йывăр тăпра айне кěрсе выртаççě, теприсем тин кун çути курса çěнě сывлăшпа сывлаççě. Çěнě çынпа çěнě ят килет. Киввисем манăçа тухса пыраççě. Вěсемпе пěрле хушма ятсем те манăçаççě. Пěр ят та, пěр хушма ят та ан çухалтăр, вěсене пирěн çитес ăрусем те пěлсе тăччăр тесе çыртăм та эпě çак ěçе. Ман тěпчев ěçě пěр çыншăн та пулин усăллă пулсан эпě хампа хам мухтанма пултаратăп. Чăннипех те çынсемшěн усăллă ěç çырнă тесе пурин умěнче те калама пултаратăп.
Паллах, ял аталанса ÿссех пырать. Хушма ятсен йышě те ÿсет. Çак тěпчев ěçěпе апла пулсан манăн малалла та ěçлемелле, çакăнпа çеç ман ěç чарăнса ан лартăр.