Submitted by Алена Митрофанова on Fri, 12/11/2010 - 13:44
Урок юхăмĕ:
I.Класа урока йĕркелени. (1-мĕш слайд.)
Партăсене пĕрлештерсе икĕ çавра сĕтел лартмалла: арçын ачасем валли, хĕр ачасем валли (çапла майпа ачасем икĕ ушкăна пайланса ăмăртĕç); сĕтелсем çине тĕрĕллĕ çитĕсем сарнă, варрисенче йывăç чара, йĕри-тавра йывăç кашăксем, арçынсен сĕтелĕ çинче çавра çăкăр.
– Ырă кун пултăр, ачасем!
– Ырă кун пултăр, (учитель ятне асăнаççĕ)!
«Урокра» юрăн 1-мĕш куплетне юрлани.
Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
а) дежурнăй калаçни. (Паян мĕнле уйăх (авалхи ячĕ)(доска çинче яланах паянхи число пулмалла), число, эрнен хăш кунĕ, класра кам çуккине, урамра мĕнле çанталăк пулнине кĕскен пĕлтерет);
ă) çĕр-шыври, республикăри лару-тăру çинчен кĕскен каласа пани (чăвашла лайăх пĕлекен ачасене черетпе хатĕрленсе килме хушса ямалла).
– Эпир сирĕнпе иртнĕ уроксенче кĕр илемĕ çинчен калаçнăччĕ, паян вара «Чăваш халăх пултарулăхĕ, йăли-йĕрки» çĕнĕ ярăм пуçлăпăр. Паянхи урок теми – «Cĕтел хушшинче». Ĕлĕк чăвашсем сĕтел хушшинче мĕнле йăла-йĕрке тытса пынă-ши? Мĕн çисе пурăннă-ши? Çакна тĕплĕрех пĕлес тесе эпир çул-çÿреве тухăпăр, тĕрлĕ станцисене чарăнăпăр, хĕр ачасемпе арçын ачасем ушкăнсем çине пайланса тупăшăпăр. Мĕншĕн хĕр ачасемпе арçын ачасене уйрăм сĕтелсем хушшине лартнă тетĕр-и? Ĕлек чăвашсем апата икĕ сĕтелпе ларнă: арçынсем пысăк сĕтел тавра, пĕчĕкки тавра – хĕрарăмсем. Çакă пек станцисем пулěç:
- кăсăклану станцийĕ (пуплев);
- пуçватмăш станцийĕ (урок эпикрофĕ);
- пĕлÿ станцийĕ (вулав);
- ыйту-хурав станцийĕ;
- теле-радиовещани çурчĕ (аудировани);
- кану станцийĕ;
- вăйă станцийĕ (кластер тăвăпăр)
- грамматика станцийĕ (текстра иртнĕ вăхăта палăртакан глаголсене тупăпăр, вĕсен сăпачĕсене палăртăпăр);
- пĕлÿ кутамкки станцийĕ (ваттисен сăмахĕсен пайĕсене тупса ятарлă тетрадьсем çине çырса хурăпăр);
- чăваш халăх апат-çимĕçĕ станцийĕ (киле ĕç тĕрĕслĕпĕр);
- «чăваш сăмахсарĕ» станцийĕ (кроссворд хатĕрлĕпĕр);
- этикет станцийĕ (сĕтел хушшинче хамăра епле тытмаллине çирĕплетсе хăварăпăр);
- кĕнеке издательстви (чăваш апат-çимĕçĕсен рецепчĕсен электронлă брошюрине пичете парса хăварăпăр(презентации).
III.Пуплев хăнăхтарăвĕ. (3-мĕш слайд.)
– Эсир мĕнле Республикăра пурăнатăр?
– Республикăра ытларах мĕнле халăх пурăнать?
– Чăваш Республикинче тата мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?
– Эсир мĕнле халăх апатне тутанса пăхнă?
– Чăваш халăх апатне тутанса курнă-и?
– Чăваш халăхĕн мĕнле апат-çимиçне асăнма пултаратăр?
– Апат çинĕ чухне пирĕн сĕтел хушшинче мĕнле пулмалла?
– Сĕтел çинчи тĕп апат мĕн вăл?
– Çапла, тĕрĕс, çăкăрта вăй, çĕнĕ пурнăççĕнтерĕвĕ, çăкăрта – пĕтĕм пурнăç тенĕ ваттисем.
IV.Урокăн эпиграфĕпе паллашни. (4-мĕш слайд.)
– Халĕ çак вăрăм предложение сăмахсем çине пайласа ваттисен сăмахне вулăр.
Çăкăрхалăхпуянлăхĕпурнăçникĕсĕэтемлĕхтелейĕсавăнăçĕ (Икĕ ушкăнран хăшĕ маларах вулать, çавна жетон памалла).
(Çăкăр – халăх пуянлăхĕ, пурнăç никĕсĕ, этемлĕх телейĕ, савăнăçĕ.
(5-мĕш слайд.)
1.Ваттисен сăмахне пурте пĕрле, унтан уйрăмшар темиçе ача вулани.
2.Ваттисен сăмахне вырăсла куçарани.
3.Çак ваттисен сăмахне çывăх вырăс халăхĕн каларĕшĕсене тупни (6-мĕш слайд.).
– Çÿлерех асăннă ваттисен сăмахне мĕнле ăнланатăр?
5. Ваттисен сăмахне тĕрлĕ интонаципе вуласа астуса юлни.
V.Текстпа ĕçлени. (7-мĕш слайд.)
Н. Охотников çырнинчен «Сĕтел хушшинче»текст.
1.Словарь ĕçĕ.
Текст хыçĕнче чăвашларан вырăсла куçарнă сăмахсене пурте пĕрле учитель хыççăн вулаççĕ, унтан пĕрер сăмахăн –сăнчăрпа.
2.Текста кăтартуллă вулани.
Пуçламăшне учитель вулать, ыттине лайăх вулакан ачасем пĕрер абзац вулаççĕ.
3.Текста çурма сасăпа вулани.
4.Ăнланнине тĕрĕслеме текст тăрăх вырăсла ыйтусем парса ачасене хуравлаттарни (хуравлакансене жетонсем).
5.Учитель чăвашларан вырăсла куçарнă предложенисене ачасем чăвашла тупса вулани.
6.Суйлавлă вулав.
–Ĕлĕк сĕтел хушшинче мĕнле йĕркепе ларни çинчен тупса вулăр
– Сĕтел хушшине ларсан мĕнле сăмахсем каланă?
– Çăкăра валеçмелли йĕрке çинчен тупса вулăр.
– Яшка мĕнле çини çинчен тупса вулăр.
– Сĕтел хушшинче мĕн тума юраманни çинчен тупса вулăр.
7. Текст вĕçĕнчи ыйтусене хуравлани.
8. – Халĕ, ачасем, эпир чăваш теле-радиовещани çурчĕ умне çитсе чарăнтăмăр, кунта темиçе ушкăнпа ют çĕр-шыв çыннисем хăнана килнĕ. Вĕсем авалхи чăвашсем мĕнле апатланнипе интересленеççĕ. Анчах та репортер чирлесе ÿкнине пула чăваш халăхĕн йăли-йĕрки çинчен пирĕн каласа памалла. Хăшĕ сиртен хăюллăрах, кам пĕрремĕш ушкăна паян урокра вуланă текста каласа парать? (калакна микрофон тыттармалла (2-3 ача пĕтĕмĕшле каласа пани). (8-мĕш слайд.)
VI.Кану саманчĕ. (9-мĕш слайд.)
Халĕ ачасем ларса ывăнтăмăр пулĕ, хуçкаланса илер-ха, пурте ура çине тăрăр. Эпĕ калакан хушусене пурнăçлăр: çăкăр касăр (учителĕн çăкăра кăкăр çумне тытса касни çинчен каласа хăвармалла), йывăç чараран яшка çийĕр (яшка çинĕ чух кашăк айĕнче яланах çăкăр пулни пирки асăнса хăвармалла). Çăкăр сăмсине çисен арăмăрсен сăмси мĕнле пулать? Кăтартăр-ха. Халĕ салтак пек утăр, генерала сывлăх сунăр. Экран çинчи «ă» сас паллине сăнчăр тăрăх йĕрлĕр. Шăппăн вырнаçса ларăр.
VII.Грамматика материалĕпе ĕçлени.
– Ачасем, глаголсем мĕнле-мĕнле вăхăта палăртма пултараççĕ?
– Пĕрре иртнĕ вăхăта палăртакан глаголсен аффиксĕсене асăнăр.
– Иртнĕ вăхăта палăртакан глаголсем сăпатланаççĕ-и?
(Доска çинче сăпат тăрăх 1-2 глагол вĕçлесе пăхмалла, вăхăт çителĕклĕ пулсан, кашнийĕшне хăй тĕллĕн пĕрер глагол вĕçлеме памалла).
– Текстри глаголсене тупса пĕрре иртнĕ вăхăта лартса вулăр, сăпатне палăртăр.
VIII.Çыру ĕçĕ.
Ваттисен сăмахĕсене пĕр-пĕр ÿкерчĕкĕн (темăпа çыхăннă ÿкерчĕк пулсан лайăхрах) таса енне çырмалла, ÿкерчĕке сăмахсене кура тÿркĕтесĕхсем çине касса пайламалла, конверта хумалла. Икĕ-виçĕ ачана пĕрер конверт салатса памалла, вĕсен ваттисен сăмахне тĕрĕс пĕлсе ÿкерчĕке пуçтармалла.
Ваттисен сăмахĕсене ятарлă тетрадь çине çырса хумалла (ачасем 4 е 5-мĕш класра ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, юрăсене, кăмпа, çырла, йывăç, кайăк, хула, юханшыв ячĕсене çырса пыма ятарлă тетрадьсем пуçланă).
Урокра усă курмалли ваттисен сăмахĕсем: (10-мĕш слайд.)
Çăкăртан асли cук.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
Апат чашки йыш пухнă.
Çăкăр вăл — пур апатран та апат.
Çăкăр пулмасан эпир те пулас çук.
Çăкăр вырăнĕ сĕтел çинче.
Çăкăр пурне те пуçлăх.
IX.Кластер туни. (11-мĕш слайд.)
Чăвашсем яшкана мĕн ярса пĕçернĕ-ши? Мĕн-мĕн яшки пур-ши вĕсен?
Чăвашсем тата мĕнле пăтăсм пĕçернĕ-ши ? (12-мĕш слайд.)
X.Килти ĕçе тĕрĕслени.
– Иртнĕ урокра библиотекăран, интернетран чăваш апат-çимĕçĕ çинчен материал пухса килме хушса янăччĕ. Халĕ хăвăр ĕçĕрсемпе паллаштарăр (ĕçсене пухса призентаци тумалла). (13-мĕш слайд.)
XI.Кроссворд туни. (14-мĕш слайд.)
Пушă клеткăсене чăваш апат-çимĕçĕ ячĕсене çырса тухмалла (хатĕр кроссвордпа усă курма пулать е ачасем урокра хăйсем çĕнĕ кроссворд тума пултараççĕ.
– Эпир хамăр шкул столовăйĕнче чăваш апат-çимĕçĕсем пĕçерме пуçласшăн, çавăнпа та пире меню кирлĕ. Эсир мĕн сĕннĕ пулăттăр? Çитес урока хатĕрлесе килĕр.
XIV. Ачасен ĕ ĕçне хаклани.
– Пирĕн юлашки чарăну тăрса юлчĕ – кĕнеке издательстви центрĕ. Эсир чăваш апат-çимĕçĕ çинчен хатĕрленĕ материала электронлă пособи тума е брошюра пичетлеме парăпăр. Жетон ытларах пухнă ушкăнри ачасене тата тепĕр ушкăнри хастар ĕçленĕ ачасене «пиллĕк» паллă лартатăп. Пурте ура çине тăрăр.