Официальный сайт terra-z 24/7/365

Вы не зарегистрированы

Авторизация



Федор Павлович Павлов - чăваш халăхĕн талантлă ывăлĕ

Фото пользователя Зоя Витальевна Бархонова
Submitted by Зоя Витальевна Бархонова on Fri, 24/02/2012 - 22:22
Данные об авторе
Автор(ы): 
Бархонова Зоя Витальевна
Место работы, должность: 
учитель родного языка и литературы МБОУ "Новомуратская СОШ" Комсомольского района ЧР
Регион: 
Республика Чувашия
Характеристики урока (занятия)
Уровень образования: 
среднее (полное) общее образование
Целевая аудитория: 
Учащийся (студент)
Класс(ы): 
10 класс
Предмет(ы): 
Родной язык
Цель урока: 

Урок эпиграфĕ: Ĕçчен çын ĕçĕ ĕмĕр кĕнекине ылтăнпа çырăнса юлать.

                                                                                                            Г.Ефимов

 

 

1.Ф.П.Павлов пурнăçĕпе, нумай енлĕ  пултарулăхĕпе,пархатарлă та сумлă ĕçĕсемпе паллаштарасси

2.Таван халăхăн пултаруллă ывăлĕпе мухтанас,савăнас туйама вăратасси;

3 Ф.П.Павловсрнă произведенисемпе,юрри-сăввисемпе интереслентересси,унăн пу лтарулăхĕ урлăачасенче халăхшăн тăрăшас туйăма вăратасси.

Используемое оборудование: 

Урокра усă курмалли хатĕрсем:Ф.П.Павлов портречĕ,ЧР карти, «Ф.П.Павлов пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем» таблица, « Иван Сусанин « опера валли К,В.Иванов хатĕрленĕ декораци ÿкерчĕкĕ, «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ»картина,сăрнай,палнай музыка  инстумечĕсен ÿкерчĕкĕсем,Иван Ахратăн «Кăвак çутă килсен» кĕнеки.

 

Словарь ĕçĕ:Симфони – оркестр валли хайланă музыка произведенийĕ;оркестр – тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калакан ушкăн; опера – сцена çинче юрласа вылямалли произведени;палнай – флейта,сăрнай – волынка( вĕрсе каламалли музыка инстуменчĕсем).

Краткое описание: 
«Ф.П.Павлов – нумай енлĕ пултарулăх» таблица СĂВĂÇ ЮРĂÇ ДРАМАТУРГ КОМПОЗИТОР ПРОЗАИК ПУБЛИЦИСТ ЮРИСТ ПЕДАГОГ ДИРИЖЁР

Урок юхăмĕ

              План

       1.Ф.П.Павлов ачалăхĕ.

       2.Иккассинчи икĕ класлă шкулта.

       3.Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çулсем.

       4.Чĕмперти чăваш шкулĕнче юрă учителĕ.

       5.Етĕрне районĕсенчи ялсенче учительте.

       6.Чĕмпĕрти духовнăй счеминаринче вĕренет.

       7.Ф.П.Павлов халăх судйинче.

       8. Ф.П.Павлов культура ĕçĕнче.

       9.Ф.П.Павлов Ленинградри консерваторинче.

1.Ф,П.Павлов Çĕрпÿ  районĕнчи Патăрьелĕнче (Богатырево) 1892 çулта сентябрĕн 25-мĕшĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче  çуралнă.( ЧР карти çинче вăл çуралнă яла кăтартмалла).Хветюк пĕчĕкренех кĕсле-купăс калама,тăван халăх сăмахлăх тĕслĕхĕсене итлеме юратнă.Вĕсен ялĕнче чаплă сĕрме купăсçă Лавруш пичче пулнă. Час-часах ун патне вăл юрăсем итлеме çÿренĕ.Юрăсене те çынсемех çыраççĕ-и тесе тĕлĕннĕ Хветюк.Унăн хăйĕн ашшĕ те Çтаппан Павăлĕ юрлама,кĕсле калама,ташлама ăста çын пулнă,халăх юррисене нумай пĕлнĕ.Хветюк та çав юрăсене юрлама вĕренсе пырать.

1901 çултапуçламăш шкула вĕренме каять,ăна тÿрех пуçламăш шкулăн иккĕмĕш класне илеççĕ,мĕншĕн тесен шкула кайичченех вулама-çырма пĕлнĕ.Шкулта та питĕ лайăх вĕреннĕ.

 1904-1907çулсенчеИккассинчи икĕ класлă училĕщĕре вĕренет.

1907 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме каять. («Чĕмпĕр чăваш шкулĕ» картина. – Кам уçнă ку шкула?Хăçăн? Ку вăхăтра мĕнле паллă çын вĕреннĕччĕ-ха кунта?)

Пултаруллă ачана И.Яковлев часах асăрхать.Ф.Павлов хăйĕн литературăри тата музыкăри пирвайхи утăмĕсене çакăнта тăвать.Малтан ытларах музхыкăпа интересленет:хорта юрлать,сĕрме купăс калама вĕренет,халăх юррисене çыра-çыра илет.И.Яковлев хăй те чăваш юррисене питĕ юратнă,ахаль мар вăл: «Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă,çĕр пин тĕрĕ, çер пин сăмах»,-тенĕ.Чăваш хĕрĕсен хурлă юррисем И.Яковлев чĕрине вут пек пырса тивсе ыраттарнă.Вăл хăйне чăваш халăхĕшĕн тăрăшма,ăна культурăн аслă çулĕ çине тăратма  сăмах панă.Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсене вăл час-часах çапла каланă: «Тăван халăх çуклăхĕнчен,начарринчен,тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр,эсир вĕсен хушшинчен тухнă,ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле». Çак халал сăмахĕсене Ф.Павлов хăйĕн пурнăç тĕллевĕ туса хунă.Ытларах вĕренесчĕ,тăван халăха нумайтарах усă кÿресчĕ,ăна культурăллă тăвасчĕ тенĕ.Чĕмпĕрте вĕреннĕ çулсенче 17 çулхи каччă сăвăсем çырма пуçлать: «Шет хитре хĕр», «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт», «Экспромт»(Саввисене вуласа памалла).Çапла Ф.Павлов пирки пĕр иккĕленмесĕрех поэт теме пултаратпăр.

1911çулта музыка пултарÿлăхĕ пурине кура И.Яковлев ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне юрă учителĕ пулса ĕçлеме хăварать.Кунта вăл вĕренекенсен хорне ертсе пырать.Вĕсем К.Ивановпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. «Нарспи» опера çырма хатĕрленеççĕ.Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хора Палов çав тери ăста ертсе пырать.Павлов – дирижёр. Вăл ертсе пынипе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем М.Глинкăн « Иван Сусанин» оперине лартса параççĕ(«Иван Сусанин « опера валли ÿкернĕ декораци» картина).

(- Илтнĕ-и эсир Иван Сусанин паттăр çинчен? «Страха не страшусь,смерти не боюсь,лягу за святую Русь» –Иван Сусанин арийĕнчи сăмахсем (Мĕнех вĕлерччĕр,çĕр- шыв ирĕкĕшĕн

вилме те хăрушă мар).Çак сăмахсене юрланă чух Ф.Павлова чăваш çĕр-шывĕ, унăн пуласлăхĕ çинчен каланă пек туйăнать .Ф.Павлов ăста юрăçă та иккен.

И.Яковлев Ф.Павлова музыка енĕпе малалла вĕрентесшĕн пулать.

  1913-1916 çулсенчемузыка теорине лайăхрах пĕлес шутпа Павлов Чĕмпĕрти духовнăй семинаринче вĕренет.

1916çулта Етĕрне уесĕнчи Кушлавăшра, Палтайра учительте ĕçлет.Ялти çамрăксен хорне йĕркелет,юрлама вĕрентет.Ку вăхăтра тĕнче вăрçи пынă.Вăй питти арçынсем вăрçăра, хĕрарăмсем ялта нушаланнă.Павлов çак вăхăтра ял пурнăçне сăнласа пама шутлать,  «Ялта» драма çырма пуçлать.Ăна вăл 1922-мĕш çулта çырса пĕтерет.Павлов драматург çуралать.1917çулта Павлова Шупашкар районĕнчи Шемшерте судья пулма суйлаççĕ.,каярах – халăх судйине.Вăл çынсене нумай канашсем парать.Павлов – юрист.     

Çĕнĕ саманара Павлов тата хастартарах ĕçлеме пуçлать.Вăл пуçарнипе Шемшерте драма кружокĕ,хор йĕркеленет.Унта учительсем, вĕренекенсем çÿренĕ.Шемшерти драма кружокĕ валли 1918 çулта «Судра»комеди çырать. Халăх ăна хапăлласа йышăнать. Шемшерте ĕçленĕ вăхăтра вăл хор валли халăх юррисене илемлетет: «Тухать-и те тухмасть-и», «Олту», «Пиçнĕ-пиçмен çырлишĕн», «Хурăн çулçи çурăлсан».Хăй çырнă сăвăсем тăрăх та кĕвĕсем хывать.Ку юрăсене пĕрре илтсен халăх асĕнчен тухмаççĕ,вĕсем кивелмĕççĕ те. Апла пулсан унра композитор пултарулăхĕ  çав тери вăйлă аталаннă.

1919 çулта Ф.Павлов музыка шкулĕ уçать.1920 çулта – музыка училищи. Паян та çак училище Ф.Павлов ячĕпе хисепленсе тăрать.Кунтан чăвашсен нумай-нумай композиторĕ веренсе тухнă(Ф.Лукин,Г.Хирбю тата ытти те).

1923 çултаФ.Павлов чаваш хорне йĕркелет(«Чăваш хорĕ» ÿкерчĕк).Хор Мускавра пулса виççĕмĕш вырăна тухать.Ф.Павлов тăрăшнипе 1924 çулта Чăваш патшалăх хорĕ йĕркеленет.Паян Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ ăçта кăна çитсе хăй пултарулăхне кăтартмасть-ши?Унăн репертуарĕнче Ф.Павлов юррисем те пур,апла пулсан Ф.Павлов ятне тĕнче пĕлет.

  1920çулта Ф.Павлов нумай статьясем,калавсем,фельетонсем çырать: «Ăслă шăшисем», «Ял советла выляни», «Задача шутлани» тата ытти те.Вĕсенче автор пурнăçри йăх-яхсене питлет,лайăх енсене аталантарма кирлине калать.Ку Ф.Павлов ăста прозаик та пулнине кăтартать.Музыкăпа нумай статьясем çырать: «Çырмари юрă», «Чăваш музыки», « Чăваш    кĕсли»,»Чарăннă сасă».Чăваш музыкинче симфони жанрне пуçараканĕ те Ф.Павлов пулнă.!928 çултанпа  «Сăрнайпа палнай» фантазине итлесе савăнатпăр.(Сăрнайпа палнай музыка инструменчĕсен ÿкерчĕкĕсем )

Ф. Павлов малалла вĕренме кайма ĕмĕтленет.1930 çулта 38 çулхи çамрăк Ленинградри консерваторие вĕренме каять. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн йывăр чирленипе сывалма Сочие яраççĕ.Кунта 1931çулта унăн пурнăçĕ татăлать.

Урока пĕтĕмлетни:

Ф.Павлов тĕрлĕ енлĕ пысăк талантлă çын пулнине куртăмăр. Вăл поэт,педагог,прозаик,драматург,юрăç,композитор,дирижер,юрист.Çапла хăй халăхĕшĕн,унăн культурине çĕклессишĕн сывлăхне тевăйне те шеллемен.Эпир чăваш халăхĕн çакăн пек пултаруллă çыннисем пурришĕн савăнатпăр,вĕсемпе мухтанатпăр.Хамăрăн та çавăн пек халăхшăн усăллă çынсем пулма тăрăшмалла..Ф.Павлов ячĕ ĕмĕр кĕнекине ылтăнпа çырăнса юлнă.Ун ячĕпе шупашкарти музыка училищи хисепленсе тăрать,ун ятне урам ячĕссене параççĕ.Акатуйсенче,уяв концерчĕсенче унăн юррисем янăраççĕ.1992 çултанпа музыкăра,ытти искусствăсенче палăрнă çынсене Ф.Павлов ячĕллĕ преми парса чыслаççĕ.

 

«Ф.П.Павловăн пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем « таблица

 

1892ç.сентябрĕн 25-мĕшĕ – Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнче çуралнă

1901-1904 – Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнчи пуçламăш шкулта

1907 -1911 – Иккассинчи икĕ класлă училищĕре

1911-1913 – Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче юрă учителĕнче ĕçлет

1913-1916 –Чĕмпĕрти духовнăй семинаринче вĕренет

1916-1917 – Етĕрне районĕнчиКушлавăш,Палтай ялĕсенчепуçламăш шкул учителĕ

1917-1918 – Шупашкар районĕнчи Шемшерте судья,халăх судйи

1919-1920 – Учительте

1920-1922 - Шупашкарти музыка училищинче ĕçлет

1922-1930 – Чăваш халăхĕн культура ĕçĕнче

1930-1931 – Ленинградри консерваторинче

1931ç.Сочире вилет

 

 

«Ф.П.Павлов – нумай енлĕ пултарулăх» таблица

 

СĂВĂÇ

ЮРĂÇ

ДРАМАТУРГ

КОМПОЗИТОР

ПРОЗАИК

ПУБЛИЦИСТ

ЮРИСТ

ПЕДАГОГ

ДИРИЖЁР


»  Tags for document:

Смотреть видео hd онлайн


Смотреть русское с разговорами видео

Online video HD

Видео скачать на телефон

Русские фильмы бесплатно

Full HD video online

Смотреть видео онлайн

Смотреть HD видео бесплатно

School смотреть онлайн