Официальный сайт pepsilight 24/7/365

НФПК
Проект реализуется
Национальным фондом подготовки кадров
Вы не зарегистрированы

Авторизация



Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем

Размещено: Надежда Валериевна Григорьева - пт, 14/11/2014 - 22:14
Данные об авторе
Автор(ы): 
Григорьева Надежда Валериевна
Место работы, должность: 

МБОУ "СОШ №9" г.Чебоксары
 

Регион: 
Республика Чувашия
Характеристики урока (занятия)
Уровень образования: 
основное общее образование
Целевая аудитория: 
Учитель (преподаватель)
Класс(ы): 
4 класс
Класс(ы): 
6 класс
Класс(ы): 
7 класс
Предмет(ы): 
Родной язык
Цель урока: 

Сапăрлăх тěллевě:

- тĕрлĕ халăх çыннисене хисеплесси, пěр-пěринпе килěштерсе чунпа ырă, кăмăлпа ăш-пиллě пулмалли пирки асăрхаттарни

Пěлÿ тěллевě:

текстсене пěтěмěшле тишкерме, тěп шухăшне ăнланса илме пулăшасси

Аталану тěллевě:

 -   хайлавсене паянхи кунпа çыхăнтарса пурнăçа ăнланма вěрентесси;

 -   ачасан шухăшлавне аталантарасси.


 

Тип урока: 
Урок обобщения и систематизации знаний
Используемое оборудование: 


 

Краткое описание: 
<p>Методическая разработка урока чувашского языка.<br /> &nbsp;</p>

Урок теми: Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем

Урок тěсě: пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Сапăрлăх тěллевě:

- тĕрлĕ халăх çыннисене хисеплесси, пěр-пěринпе килěштерсе чунпа ырă, кăмăлпа ăш-пиллě пулмалли пирки асăрхаттарни

Пěлÿ тěллевě:

текстсене пěтěмěшле тишкерме, тěп шухăшне ăнланса илме пулăшасси

Аталану тěллевě:

 -   хайлавсене паянхи кунпа çыхăнтарса пурнăçа ăнланма вěрентесси;

 -   ачасан шухăшлавне аталантарасси.


 

Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, тишкерÿллě вулав, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, хайлава илемлĕ вулани, шырав ěçě, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě.

Пуплеве аталантарасси:

 -  ятарласа панă ыйтусем тăрăх ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;

 -   текст тата ÿкерчěк тăрăх ěçлес хăнăхăвне аталантарасси;

 -   пěтěмлетÿсем тума вěрентесси.

Курăмлăх хатěрěсем:

·Географи картти

·Компас

Урокра усă курмалли хатĕрсем:

компьютер, мультимедиа проектор, экран.


 

Урок юхăмĕ


 

  1.  

       Учитель сăмахĕ: Тĕнчере питĕ нумай çĕр – шыв…Мĕн ачаранпах эпир кашниех тĕрлĕ вырăнта пулса курма ĕмĕтленетпĕр. Хамăра Христофор Колумб пекех туяс кăмăл çуралать. Шкулта вĕренме пуçласан эпир уроксенче тĕрлĕ вырăнсене çитсе куратпăр, тĕрлĕ халăх историпе, культурипе паллашатпăр. Килěшÿ, ăнлану, пĕр – пĕрне хисеплесси – паянхи пурнăçра питě пěлтерěшлě тесе калама пулать.

     Паян эпир сирĕнпе çул-çÿреве тухатпăр. Иртнĕ урокра  кашни ушкăн тĕрлĕ ĕçсем илнĕччĕ. Карта, компас тата ытти кирлĕ хатĕрсем сирĕн алăра пулмалла.

- Ачасем, çула тухиччен мěн тумалла-ха?

- Ушкăнсенче пĕр-пĕрне пулăшса пымалла.

- Çул-çÿреве тухма хатĕр-и?

- Хатĕр.

 Пĕрремĕш чарăну -  Иордани, Марокко  çинчен калакан текстсем тăрăх ыйтусем çине хуравласси.

  1. Марокко ăçта вырнаçнă?
  2.  
  3.  
  4.  
  5.  
  6. Марокко ялавĕ мĕн тĕслĕ?

1)хĕрлĕ

2)симĕс тата хĕрлĕ

3) хĕрлĕ тата шурă

4) симĕс

  1. Укçа единици мĕн ятлă?
  2.  
  3.  
  4.  

4) тенкĕ

  1. Мароккăра мĕнле чĕлхепе калаçаççĕ?
  2.  
  3.  
  4.  

4)пурте тĕрĕс

  1. Марокко тĕп хули мĕн ятлă?
  2.  
  3.  
  4.  
  5.  
  6. Марокко хăш çĕр – шывсемпе чикĕленет?
  7.  
  8.  

3)Хĕвел анăç Сахарăпа

  1.  
  1. Иордани хăш çĕр – шывсемпе чикĕленет?
  2.  
  3.  

3)Сауд Аравийĕпе

  1.  
  1. Мĕн вăл Амман?

1)тинĕс ячĕ

2)хула ячĕ

3)пуш-хир ячĕ

4)çын ячĕ

  1. Иорданин официаллă чĕлхи мĕн ятлă?

1)иордан чĕлхи

2)араб чĕлхи

3)акăлчан чĕлхи

4) француз чĕлхи

  1. Иордани мĕнле тинĕс хĕрринче вырнаçнă?

1)Вилĕ тинĕс

2)Хура тинĕс

3)Хĕрлĕ тинĕс

4)Вăта çĕр тинĕс

- Маттур, ачасем.

Иккĕмĕш чарăну : учебникри  «Индонези» текст тăрăх  кластер (хĕвеллĕ, ÿкерчĕклĕ, фото ÿкерчěсемлĕ)  тăвасси ( япала ячĕсем хушса). 89 урокри 8 хăнăхтаруна ăшра вуласси ( 212-213 с.).

- Ачасем маларах хатĕрлесе хунă стикерсем çине кирлĕ япала ячĕсене çыраççĕ те доска çине пырса çыпăçтараççĕ.


 

утрав

пысăк архипелаг

хура хăйăрлă пляж

вăрман


 

Индонези

Ази

вулкан


 


 


 


 


 


 


 


 

Суматра утравĕ


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 

Прямоугольная выноска: Суматра утравĕ

рис

Прямоугольная выноска: рис


 


 


 

каучук

орангутангсем

рупи

Тоба кÿлĕ 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 


 

       
 
   

 


 


 


 


 


 


 

Пĕтĕмлетŷ: Индонези  вăл – Азири çĕр – шыв, тĕнчери пысăк архипелаг, утравлă, Тоба ятлă ту кÿлиллĕ, хура тĕслĕ хăйăрлă пляжлă, пысăк сÿнмен Кракатау тата Тамбора ятлă вулканлă çĕр-шыв.


 


 

Виççĕмĕш чарăну - Австри .

  • Gruss Gott. Willkommen Sie auf avtriyskoy Erde. -  Салам. Сире Австри çĕрĕ çинче курма хавас.

    Австри Европăра вырнаçнă. Тĕп хули  – Вена.  Австри кÿршисем:  Итали, Словени, Швейцари, Германи, Лихтенштейн, Чехи, Венгри, Словаки. Австрин 75 процентне Альп тăвĕсем йышăнаççĕ .Австри ялавĕ икĕ тĕслĕ: хĕрлĕ тата шурă . Австрин тĕп шыв ресурсĕсем:Дунай,Мур, Драва, Зальцах юхан шывсем, Боден кÿлли .

Австрири пысăк хуласем: Вена, Грац , Линц, Зальцбург, Инсбрук.

    Вена - керменсен тата парксен хули. Зальцбург  Зальц юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă хула. Кунта  Моцарт çуралнă. Зальцбурга кашни çулах музыка тата театр фестивалĕ иртет. Инсбрук – Тироль çĕрĕн тĕп хули .                         Спортсменсемпе туристсем Альп тăвĕсем çинче йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллаççĕ.

- Ачасем, сире Австри килĕшрĕ – и?

(Ачасен хуравĕсем)

Тăваттăмĕш чарăну – Франци.

  - Bonjour . Je vous salue . Bon voyage! Bonne route!  ( Сывлăх сунатăп. Сире пурне те саламлатăп. Телейлĕ çул пултăр!).  Пирĕн тепĕр çĕр – шыв – Франци.

    Франци – Европăри пысăк çĕршывсенчен пĕри. Унăн территорийĕ пилĕкĕтеслĕх евĕрлĕ. Франци – авалхи замоксен, соборсен, керменсен, музейсен, театрсен, Альп тăвĕсем çинчи йĕлтĕр курорчĕсен çĕр - шывĕ . Францин тěп хули - Париж . Францин тĕп шыв ресурсĕсем: Сена, Луара, Гаронна, Рейн юхан шывсем. Çĕр – шывра тĕрлĕ чĕр чун пур: тилĕ, хир сыснисем, пăлансем,чĕрĕпсем, карăксем.

      Францире пысăк хуласем нумай: Париж, Страсбург, Лион, Марсель. Страсбург хулинче  Европăри чи çÿллĕ костел (142 метр)  -  Нотр-Дам  соборĕ -  вырнаçнă. Оранжери паркĕ патĕнче Европа Совечĕн, Европăри çын прависене сыхлакан суд çурчĕсем пур.

      Франци - модăпа çыхăннă çĕр – шыв. Кунта тĕрлĕ парфюмерии тата косметика кăлараççĕ.

- Vous aimez la France? Mes couhaits. Au revoir! (Сире Франци килĕшрĕ – и? Ãнăçу сире. Тепре тĕл пуличчен!).

Пиллĕкмĕш чарăну – Испани.

- Hola.  ¿Habla usted español, francés , ruso? ( Салам.  Эсир испан , француз, вырăс  чĕлхипе калаçатăр –и?)

-Эпир вырăсла тата чăвашла калаçатпăр.

      Испани Европăра вырнаçнă. Испанин тěп хули Мадрид. Испани ялавě икě тěслě: хěрлě тата сарă. Испанири пысăк хуласем: Мадрид, Барселона, Валенси, Севилья, Саррагона. Испанецсен юратнă апачĕсем: паэлья, хамон, гаспаччо, тортилья. Испани çыннисем кăнтарлахи  апат хыççăн канăççĕ. Вăл 20 -30 минут тăсăлать. Çак кану сиеста ятлă. Испанецсем футбол юратаççĕ.


 

  1.  

1.Ыйту-хурав: Сире паянхи çул çŷрев килĕшрĕ –и?

Ачасен пĕлтерĕвĕ:

1-мĕш ача: Мана ытларах Испани килĕшрĕ. Манăн унти паллă хуласемпе паллашас кăмăл пысăк.

2-мĕш ача: Мана та Испани килĕшрĕ. Кунти футбол командисем мана питĕ килĕшеççĕ. Эпĕ хам та футболист пуласшăн.

3-мĕш ача: Мана вара Францири мода çинчен калани килĕшрĕ. Эпĕ ŷссен дизайнер пуласшăн. Эпĕ Парижра пулса курас ĕмĕтлĕ.

2.Творчествăлла вăйă «Микрофон»:

- Тĕрлĕ çĕр – шывсенчи çынсемпе паллашнă чухне мĕнле пулмалла-ши, ачасем?

Ачасен хуравĕсем: Лайăх –– çепĕç – пĕр-пĕрне хисеплемелле – пĕр-пĕрин шухăшĕсене хисеплемелле –  панă сăмаха тытмалла –  сивĕ сăмахсем каласа чун-чĕрене ыраттармалла мар – пĕр-пĕрне ăнланмалла –  хисеп тумалла – пулăшу памалла.

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Халĕ эсир шкулта кăна вĕренетĕр-ха. Эсир ŷссе çитĕнсен ку çĕр – шывсене çитсе курăр.Ĕмĕтсем пурнăçланччĕр тесен, сирĕн  тĕллев лартмалла: манăн шкул лайăх вĕренсе пĕтерсе ку çĕр – шывсене çитсе курасчĕ тесе.

      

  1. Килте тумалли ĕç:

1)Тунис çинчен пысăк маар альбом тăвасси;

2) Тунис çинчен презентации тăвасси;

3) Тунис çинчен пĕчĕк калав çырасси;

4)  Тунис çинчен хěвелле кластер тăвасси.


 


 


 


»  Тэги к этому документу:

Поиск

Loading

Оценка материала

...

Смотреть видео онлайн


Смотреть русское с разговорами видео

Online video HD

Видео скачать на телефон

Русские фильмы бесплатно

Full HD video online

Смотреть видео онлайн

Смотреть HD видео бесплатно

School смотреть онлайн